
Йӗпреҫ окургӗнчи Буинск поселокӗнче пурӑнакан Зифа Валлиулина 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Зифа Фарахатдиновна 1931 ҫулта ҫуралнӑ. Чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ вӑл: вӑрҫӑ, выҫлӑх… Вӑрҫӑ вӗҫленсен те лӑпкӑ пурнӑҫ пулман: ял хуҫалӑхне ура ҫине тӑратма пулӑшнӑ.
Паянхи кун вӑл 6 ачипе, 10 мӑнукӗпе, 7 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Мӑрӑшӗ ир ҫӗре кӗни ҫеҫ кулянтарать ӑна.
